Кивĕ Çĕнĕ çул уявĕ

   Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта чăвашсен ĕлĕкрен пыракан йăли- йĕркисене тĕрлĕ енлĕ туса ирттереççĕ. Веникова Г.В. вĕрентекен улттăмĕш класс ачисемпе кивĕ Çĕнĕ çул уявне ирттерчĕ.  Вĕрентекен улттăмĕшсене уяв  ячĕпе саламларĕ, тĕрлĕрен тупмалли юмахсен тупсӑмĕсене туптарттарчĕ, вăйăсем выляттарчĕ. Ачасем те  хаваслансах ĕнер амăшĕсемпе пĕрле йăвача пĕçерни, палламалла мар тăхăнса тухса пĕр-пĕрне хăратни, чӳречерен шаккаса пулас мăшăрĕсен ячĕсене ыйтни, çур çĕр çитес умĕн юмăç яни, тĕрлĕрен вăйăсем выляни  çинчен каласа пачĕç. Юлашкинчен ачасем уяв  ячĕпе хатĕрлесе килнĕ тутлӑ йăвачасемпе пĕр-пĕрне   хăналарĕç.