Эх, çăварни, çăварни

     Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта ĕçлекен Веникова Г.В., Портнова А.И. вĕрентекенсем ĕлĕкрен пыракан чăвашсен йăли-йĕркине упраса хăварас тесе тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттереççĕ. Çăварни эрни пынă май шкул ачисемпе калаçăва çак уявпа çыхăнтарчĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупрĕç, сăвăсем вуларĕç.

    Ҫӑварни — савӑнӑҫлӑ уяв, хӗле ӑсатса ҫуркуннене кӗтсе илни.  Ӑна ҫурхи кунпа ҫӗр танлашнӑ вӑхӑтра паллӑ тунӑ. Христианлӑх сарӑлнӑ май чӑвашсен уявӗ вырӑссен Масленица уявӗпе  пӗрлешнӗ.

    Ҫăварние Христос тӗнне ӗненекенсем аслă типӗ умӗнхи эрне тесе шутлаҫҫӗ. Ҫӑварни эрнин пирвайхи вырсарни кунне чăвашсем «аслă ҫăварни кунӗ» теҫҫӗ, 2-мӗш вырсарни кунне вара  - «кӗҫӗн ҫăварни».

    Раҫҫейре ҫăварние яланах тӱсӗмсӗррӗн кӗтнӗ. Авал ҫынсем ҫулталăкăн вăйне пуҫ ҫапнă, унпа килӗшӱллӗн пурăнмашкăн тăрăшнă. Халăх ӗненнӗ тăрăх, хӗвеле хӗле ҫӗнтерме пулăшмалла пулнă. Ҫăварнире кашни килтех ҫаврака хӗрлӗ икерчӗсем пӗҫернӗ, хăнасене астивме сӗннӗ. Хӗрлӗ икерчӗсем хӗрлӗ хӗвеле аса илтернӗ.   Ҫăварнире юрласа, ташласа савăннă.

     Вĕрентекенсем юлашкинчен  пурне те ҫӑварнирен ҫӑварниччен ырӑ-сывӑ пурӑнма пехиллерĕç. Пурнӑҫӑрсем, ҫӑварни икерчи пек, пылпа ҫу хушшинче пулччӑр! Çӑварни эрни пек юрӑпа кулӑ хушшинче тӑччӑр! Ĕмӗрӗрсем сурпан шурри пек таса та вӑрӑм, хушпу кӗмӗлӗ пек ҫутӑ пулччӑр!