Ҫынна ырӑ сунакан - хӑй те ырӑ куракан

   «Тăван чĕлхе – халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе – халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ», –

тенĕ пирĕн ентешĕмĕр Г.Н.Волков ăсчах. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн

тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать. Тӑван чĕлхене, йӑли-йĕркине

упраса хӑварас тесе Кушкӑри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вӑтам шкулта тӑрӑшакан

вĕрентекенсем те тĕрлĕ ĕҫсем туса ирттереҫҫĕ. Кӑҫал чӑваш чĕлхи эрни Мӑнкун эрнипе

пĕр килет. Веникова Г.В. вĕрентекен 6-мĕш класс ачисене Мӑнкун уявĕн йӑли-йĕркипе

паллаштарчĕ. Улттӑмĕшсем хӑйсен килĕсенче ҫак Аслӑ уява мĕнле кĕтсе илни ҫинчен

ҫырса пĕлтерчĕҫ, сӑн ÿкерчĕксем ярса пачĕҫ, тӑванĕсене, тус-юлташĕсене,

вĕрентекенĕсене чӑвашла Мӑнкун уявĕпе саламларĕҫ, сӑвӑсем ҫырчĕҫ.

    Хисеплĕ вĕрентекенсем, шкул ачисем.

    Сире ҫутӑ та таса Мӑнкун уявĕ ячĕпе чĕререн ӑшшӑн саламлатпӑр. Сывлӑхпа пурӑнӑр,

ӑраскаллӑ, таса чунлӑ пулӑр, кил-ҫуртра тӑнӑҫлӑха упрӑр, уява савӑнӑҫлӑ ирттерĕр.

    Саламлаканĕсем улттӑмĕш класс ачисем