Кушкӑри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вӑтам шкулти 6-мĕш класра вĕренекенсем Веникова Г.В. вĕрентекен ертсе пынипе чӑвашла сӑвӑсем вулаҫҫĕ. Чăваш чӗлхи кунне халалласа Чăваш Республикин вӗренӱ институчӗ ака уйăхӗн 20-25-мӗшӗсенче «Эпӗ чăвашла калаҫатăп» акци ирттерет. Акцие хутшӑнса сӑвӑ вулама юратакансем чăваш чӗлхи ҫинчен сăвă вуласа видео ҫине ӱкерсе илеҫҫĕ те #эпӗчăвашлакалаҫатăп хештегпа Интернетри хутшăну cӗтелӗсене вырнаҫтараҫҫĕ.
Улттӑмĕшсем ҫавӑн пекех WhatsApp-ра хӑйсен ушкӑнне йĕркеленĕ, пĕр-пĕрин сӑввисене итлесе киленеҫҫĕ.
Чăваш Республикин наци библиотеки те Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Чăваш чĕлхи илемĕ сăвăра» акци ирттерет. Чи пултаруллисем кунта та хутшӑнма кӑмӑл турĕҫ. Чăвашла сăвăсем вуласа социаллă тетелсенче ятарлă хештегпа (#люблючувашский) видеосем вырнаҫтарчĕҫ.