«Çакă çутă тĕнчере …» акцие хутшӑнатпăр

     Чăваш литературин классикĕ К.В. Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа Чăваш Республикин вӗренӱ  институчӗ çу уйăхӗн 20-29-мӗшӗсенче «Çакă çутă тĕнчере …» акци  ирттерет. Çак  акцие Веникова Г.В. вĕрентекен ертсе пынипе  Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти ачасем те хаваспах хутшăнма кăмăл турĕç. Фото  ÿкерсе К.В. Иванов хайлавĕсенчи йĕркесене çырса хучĕç те  #çакăçутăтĕнчере  хештегпа Интернетри хутшăну тетелӗсене (социаллă сетьсене) вырнаҫтарчĕç.