Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче - Ватӑ ҫынсен кунӗ. Салам открыткисем

Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче - Ватӑ ҫынсен кунӗ.

   Аслӑ ӑру ҫыннисене сума суса паллӑ тӑвакан уявӑн пӗлтерӗшӗ ҫулран-ҫула ӳссе пырать. Мӗншӗн тесен кирек хӑш вӑхӑтра пурӑнсан та ватӑ ҫынсем пысӑк хисепре пулнӑ. Вӗсен ырӑ ӗҫӗсем пурнӑҫра пулӑшса пыраҫҫӗ.

   Кушкӑри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти 5-7 классенче вӗренекенсем те ватӑ ҫынсен кунне халалласа открыткӑсем ӑсталарӗҫ. Паянхи кун ҫак открыткӑсене аслашшӗпе асламӑшӗсене, кукашшӗпе кукамӑшӗсене, кӳршӗри ватӑсене парнелӗҫ.

   Таймапуҫах сире, хисеплӗ ватӑ ҫынсем, сирӗн пархатарлӑ ӗҫӗрсемшӗн. Вӗсем яланах пирӗншӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑрӗҫ. Сире сывлӑхпа, шанӑҫпа пурӑнма, телейлӗ пулма ыр сунатпӑр