«Иккĕмĕш пурнăҫ» парнеленӗ тӗрӗсем

    Чăваш тӗррин кунне хатӗрленсе Кушкăри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вăтам шкулти вӗренекенсем Веникова Галина Васильевна вӗрентекен ертсе пынипе тӗрлӗ ӗҫсем туса ирттерчӗҫ: ялти  тӗрӗ ăстисемпе тӗл пулчӗҫ, видероликсем, презентацисем хатӗрлерӗҫ, асламăшӗ-кукамăшӗсемпе тӗрлеме вӗренчӗҫ, хăйсем хатӗрленӗ ӗҫӗсемпе пӗрле вӗренекенсене паллаштарчӗҫ.