Анне, сана юратса...

                        Юратнӑ анне!

 

   Сана мана пурнӑҫ ҫулӗпе пуҫа уҫмасӑр утма, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме, юратма   вӗрентнӗшӗн, ӗҫе хӑнӑхтарнӑшӑн тав сӑмахӗ калатӑп. Эсӗ маншӑн чи ҫывӑх юлташ пулса тӑтӑн. Санӑн сӑн-питӳ илӗртӳллӗ, куҫусем ырӑ, ӑшӑ, таса. Лӑпкӑ та ҫепӗҫ кӑмӑллӑ ҫын эс, аннеҫӗм. Маншӑн чи ҫутӑ хӗвел, чи ӑслӑ кӗнеке пултӑн. Хӑвӑн пурнӑҫунта нумай ыррине те, хури-шурне те курнӑ, анчах чунупа хытман. Эпӗ нихӑҫан та эсӗ ҫынна начар кӑмӑлна кӑтартнине курман. «Хӗрӗх ҫул тултарсан та маншӑн ачах пулатӑн», - тетӗн эсӗ мана яланах. Эпӗ санпа калаҫнӑ кашни сехете, калаҫӑва  асра тытатӑп. Хӑш-чух кӳрентерме те пултарнӑ пулӗ, ҫавӑншӑн каҫару ыйтатӑп, аннеҫӗм. Ӑсӗ те, кӑмӑлӗ те ҫирӗпленсех ҫитеймен-ха ман, кӑшт ӳссенех ӑнланса илӗп. Сана эпӗ яланах пулӑшма тӑрӑшӑп. Ҫак сӑмахсене, аннеҫӗм, эпӗ пӗтӗм чуна уҫса чӗререн ҫыртӑм.  Аннесен кунӗпе саламласа нумай пурӑнма, ҫирӗп сывлӑхлӑ, телейлӗ пулма сунатӑп.

                            Садырга Ксения, Кивӗ Арланкасси ялӗ