Аннесен кунӗпе саламласа

Кушкӑри пӗтӗмӗшле пӗлу паракан вӑтам шкулта ӗҫлекен Веникова Галина Васильевна вӗрентекен ертсе пынипе Аннесен кунне хатӗрленсе 5,6,7,8-мӗш классенче вӗренекен пултаруллӑ ачасем заметкӑсем, сӑвӑсем ҫырчӗҫ, презентацисем, видеороликсем турӗҫ. Юратнӑ амӑшӗсене саламласа парнесем хатӗрлерӗҫ.