«Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи IV фестиваль призёрĕсем

Чăваш Республикин вӗренӳ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕн кафедри ирттернĕ «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи IV фестиваль ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕç. Фестиваль тĕллевĕ ̶ Чăваш Республикин шкулĕсенче тăван чĕлхепе культурăна аталантарасси.

Фестиваль ăмăртăвĕсем икĕ номинаципе иртрĕç. «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» ăмăртăва шкул çулне çитмен тата шкулта вĕренекенсем хутшăннă, чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăлине кăтартса паракан 35 видеоролик ярса панă. Елчĕк районĕнчи Кушкăри вăтам шкулта ĕçлекен Зайцева Е.И. вĕрентекен ертсе пыракан “Ҫăлтăрчăк” ушкăн “Асанне, мĕн тăватăн?” вăйă кăтартса панă. Жюри членĕсене ачасем тĕрĕс те илемлĕ калаçни, хăйсене сцена çинче тивĕçлĕ тытни, хаваслă та çаврăнăçуллă пулни, чăваш йăли-йĕркине кăтартса парас ĕçе кăмăлпа хутшăнни чунтан савăнтарнă. Конкурса хутшăнакансене хавхалантарнă, ырă канашпа пулăшнă чăваш чĕлхипе литература учителĕсене Чăваш Республикин вӗренӳ институчĕн этнокультура вĕрентĕвĕ кафедрин ĕçченĕсем тав сăмахĕ калаççĕ, малалла та хастар пулма сунаççĕ. Фестиваль призёрĕсем пулса тăнă Зайцева Елена Ильиничнăпа Веникова Галина Васильевна вĕрентекенсене чĕререн саламлатпăр, малашне те хастар пулма сунатпăр.