Л.В. Мартьянова сăвăç юбилейне халалласа...

     Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта ĕçлекен Веникова Галина Васильевна вĕрентекен çиччĕмĕш класс ачисемпе Любовь Васильевна Мартьянова сăвăç юбилейне халалласа класс тулашĕнчи ĕç ирттерчĕ.

     Л.В. Мартьянова 1950 çулхи раштавăн 16-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Карапаш ялĕнче çуралнă. Вăл Патăрьел районĕнчи Турханти вăтам шкулта та ĕçленĕ. 1977 çултан пуçласа «Тăван Атăл» журналта поэзи пайне ертсе пынă.

    Любовь Васильевна 1986 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ. Пултаруллă сăвăç  Митта Ваçлей ячĕллĕ преми лауреачĕ те. Унăн калавĕсемпе сăввисене шкул, аслă шкул программисене кĕртнĕ. Любовь Мартьяновăн сăввисене  юрра та хывнă. Шкул ачисем сăвăç пултарулăхĕпе паллашнă май унăн сăввисене те саспа вуларĕç. Ҫиччĕмĕш класс ачисем хĕл илемĕпе пирки  хавхаланса çырнă сăввисемпе    пĕрле вĕренекенсене хаваспах паллаштарчĕç.