Н.С. Айзман — чăвашсен паллă драматургĕ, актёрĕ, режиссёрĕ

     Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта ĕçлекен Веникова Галина Васильевна вĕрентекен кружок членĕсене Н.С. Айзман пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.

   Чăвашсен паллă драматургĕ, актёрĕ, режиссёрĕ Николай Спиридонович Айзман 60 ытла пьеса авторĕ. Унăн пьесисене халĕ те театрсенче лартаççĕ, куракансем те унăн ĕçĕсемпе кăмăллă юлаççĕ. Николай Спиридонович  К. В. Иванов ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче актёр тата режиссёр пулса ӗҫленӗ. Н.С. Айзманăн «Кай, кай Ивана» комедине курман çын та юлман пулĕ. Кружок членĕсем комедире Ефим Никитин, Вера Кузьмина артистсем вылянă пĕр пая пăхса киленчĕç.