Чăваш чěлхи – тăван чĕлхе

 Елчěк районěнчи Кушкăри пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкулта тěрлě халăх культурине, чěлхине юратма, хисеплеме вěрентес, тăван чěлхене  хаклама, ăна  упрама  хăнăхтарас тěллевпе  тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ.

Чăваш чěлхи – тăван чĕлхе.  Вăл тĕрлĕ халăх  чěлхи  хушшинче  чи сăваплă, янăравлă, çепĕç пулнине шкул ачисем чунтан хавхаланса çирĕплетрĕç. Ҫиччĕмĕш класс ачисем   Веникова Г.В. вĕрентекен пуçарнипе тăван чĕлхе çинчен çунатланса сăвă йĕркисем шăрçаларĕç, сочинени çырчĕç. Ильина Валерия А.Канашăн «Тăван чĕлхене» сăввине илемлĕн вуларĕ, итлекенсен кăмăлне тыткăнларĕ.