Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам
шкулти пиллĕкмĕш тата саккăрмĕш класс ачисемпе Веникова Галина Васильевна
вĕрентекен Ҫеçпĕл Мишши поэтăмăра халалласа
тĕрлĕ ĕç туса ирттерчĕ. Надежда Тинюкова (Акчурина) çырнă «Ҫеçпĕл
Мишшине» сăвăпа паллашрĕç, кĕске биографине те аса илчĕç. Уйрăмах ачасем
«Тĕрĕслĕх çутаттăр Ҫеçпĕлĕн ятне» фильмпа паллашма хавас пулчĕç. Поэтăн
сăввисене чăвашла, вырăсла, тутарла вуларĕç.
Çеҫпӗл
Мишши – чӑваш халӑхӗн аслӑ поэчӗ, тӗнче литературин классикӗ. Унӑн вилӗмсӗр
сӑввисем пире пурӑнма, кӗрешме, тĕрлĕ чӑрмавсене ҫӗнтерсе малалла талпӑнма
хистеҫҫӗ, пурăнма хавхалантараҫҫӗ.