Республикӑри «Ҫӗр пин тӗрӗ тӗнчинче» акцие хутшӑнни

Республикӑри «Ҫӗр пин тӗрӗ тӗнчинче» акцие хутшӑнни

Чӑваш халӑх тӗррине тӗнчипех пӗлеҫҫӗ. Ӗлӗкхи тӗрӗсем пире халӗ те хӑйсен илемӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ тата савӑнтараҫҫӗ. Чӑваш кил-йышӗнче хӗр ачасене 6-7 ҫултах тӗрлеме вӗрентнӗ. Чӑваш тӗрри ытти халӑх тӗррисенчен кӑткӑс та илемлӗ. Чӑвашсем ытларах шурӑ пир ҫине тӗрленӗ. Ҫипписем те ҫут ҫанталӑкри тӗссене ҫывӑх пулнӑ. Чӑваш тӗрӗ ӑстисем тӗрленӗ чухне 30 ытла ҫӗвӗпе тата 40 яхӑн тӗсӗпе усӑ курнӑ…

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн  2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи 276-мӗш Указӗпе килӗшӱллӗн   чӱк уйӑхӗн 26- мӗшне «Чӑваш тӗррин кунӗ»  тесе палӑртнӑ. Акци чӱк уйӑхӗн 20 мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗшчен иртет. Елчӗк районӗнчи Кушкӑри вӑтам шкулта 6 –мӗш класра вӗренекенсем те ҫак акцие хутӑнма кӑмӑл турӗҫ. Вӗсем «Ҫамрӑк хунав» кружока ҫӱреҫҫӗ. Унта ачасем чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗсене алла илеҫҫӗ. Вӗсене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Анна Ильинична Портнова ҫак вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарать. Ачасене ку ӗҫ питӗ килӗшет. Вӗсем хаваспах чӑваш тӗрриллӗ салфеткӑсем тӗрлеҫҫӗ. Хӑйсен  ӗҫӗсене Аннесен кунӗнче юратнӑ амӑшӗсене парнелӗҫ.