Елчĕк «çăлтăрĕ»

Елчĕк «çăлтăрĕ»

      Любовь Федорова паллă сăвăç 1952 çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче  Чăваш Республикинчи Елчĕк районне кĕрекен Энтепе ялĕнче çуралнă. Ял ачисемпе пĕрле выляса-кулса ÿснĕ. Ҫуркунне çерем çинче чупнă, выльăхсем пăхнă. Ҫулла ытти шкул ачисемпе пĕрле колхоз ĕçне çÿренĕ. Çичĕ çула çитсен тăван ялти 8 çул вĕренмелли шкула вĕренме каять. Çиччĕмĕш класра пĕрремĕш сăввине çырнă. Сăвă ячĕ - «Çат, çат автан». Сăвă çырма хавхалантараканĕ Мария Ивановна вĕрентекен пулнă. Ун хыççăн сăвăсем хайламан. Шкулта вĕреннĕ чухне, редколлеги членĕ пулнă май, класс хаçатне пĕчченех кăларса тăрать. Хăех çырнă, ÿкернĕ. Л.М.Федорова аса илĕвĕнчен: «Ӱкерме питĕ юрататтăм. Художник пулас шухăш та пурччĕ». Тăван чĕлхене юратнăран  И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологи уйрăмне вĕренме кĕрет. Çакăнта вĕреннĕ çулсенче вăл хăйĕн сăввисене çырма пуçлать те ĕнтĕ.

    Любовь Федорова  поэт çеç мар, вĕрентекен те. Университетра вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Елчĕк районĕнчи Тĕмер, Аслă Пăла Тимеш, Энтепе шкулĕсенче ĕçлет. Шкул ачисене тăван чĕлхене юратма, унпа мăнаçланма, таса та тирпейлĕ çырма  вĕрентет, вĕсен калаçу тата çыруллă пуплевне аталантарать. Шупашкарта гимназире вăй хунă вĕрентекен  шкул ачисем валли икĕ кĕнеке пичетлесе кăларать: «Пĕлÿ çăкăр ыйтмасть»,  «Ĕмĕр вĕрен» . Кĕнекери калавсене Кушкăри вăтам шкулта вĕренекен  ачасем юратсах вуларĕç, видеосем турĕç.

 

https://vk.com/wall-201526545_9258

 


https://vk.com/wall-201526545_9259