Чӑваш чӗлхипе литература эрнине пӗтӗмлетни

Чӑваш чӗлхипе литература эрнине пӗтӗмлетни

2022-мӗш ҫулхи ака уйӑхен 19-мӗшӗнчен пуҫласа 25- мӗшӗччен Кушкӑри вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литература эрни иртрӗ. Кашни кунах тӗрлӗрен мероприятисем пулса иртрӗҫ. Эрнен пӗрремӗш кунӗнче шкулти библиотекӑра ӗҫлекенсем Е.И.Зайцевӑпа Л.В.Портнова «Чӑвашран тухнӑ паллӑ ҫынсем» кӗнекесен куравӗ йӗркелерӗҫ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем А.И.Портновӑпа Г.В.Веникова районти вӗрентекенсем хушшинче лепбуксен тата буклетсен конкурсне хастар хутшӑнчӗҫ. А. Портнова «Ялтан тухнӑ паллӑ ҫынсем» номинацире 1-мӗш, Г. Веникова 2-мӗш вырӑнсене йышӑнма пултарчӗҫ.

Юнкун, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 1-4 класра вӗренекенсем И.Я.Яковлев хайлавӗсене вуласа паллашнӑ хыҫҫӑн ӳкерчӗксен куравӗ йӗркелерӗс. 6-мӗш класра вӗренекен ачасемпе А.Портнова «Чӑваш халӑхӗн мухтавӗ, чапӗ» ятлӑ вӑйӑ-конкурс ирттерчӗ. Ҫивӗч тупӑшура чи нумай балл пуҫтарса Олеся Шавкина ҫӗнтерме пултарчӗ.

Кӗҫнерникун «Теремок» ача пахчине ҫӳрекенсем тата 1-4 классенче вӗренекенсем чӑваш тӗррине хут ҫине ӳкерчӗҫ. Ҫавӑн пекех 5-6 класра вӗренекенсем хушшинче ачасем сӑвӑсен конкурсне хутшӑнчӗҫ. Чи пултаруллисен йышне вара 5 класри Карина Михеевӑпа 6-мӗш класра вӗренекен Юлия Жирнова пулчӗҫ. «Эп чӑвашла калаҫатӑп» акцие 5-6 классенче вӗренекен ачасем хастар хутшӑнчӗҫ.

Г.В.Веникова «Мӑнкун – аслӑ уяв» класс тулашӗнчи мероприяти ирттерчӗ. Ачасене вӑл Мӑнкун уявӗпе тӗплӗнрех паллаштарчӗ. Мероприяти вӗҫӗнче ачасем мӑнкун ҫӑмарти ҫирӗҫ. Паттӑра юлакана сӑвӑ калаттарчӗҫ.

Эрнекун, ака уйӑхӗн  22-мӗшӗнче 4 класра вӗренекенсем Шупашкар хулипе тӗплӗнрех виртуаллӑ майпа паллашрӗҫ. 8 класс ачисем «Петӗр Хусанкая вулатпӑр» флешмоба хастар хутшӑнчӗҫ.

Шӑматкун ирхине кӗҫӗн класс ачисем чӑваш вӑййисене выляса савӑнчӗҫ. 7-мӗш класс ачисем вара «Чӑваш халӑхӗн мухтавӗ» викторинӑна хастар хутшӑнчӗҫ. Чи нумай балл пуҫтараканӗ Настя Константинова пулчӗ.

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 9-11 класс ачисем хушшинче «Паллӑ ентешсем» сочиненисен конкурсӗ иртрӗ. Чи лайӑххисен шутне Н.Арефьев (10 кл.),  И. Перепелкина (8 кл.), О. Мекшеева ( 9 кл.), А. Иванов (пулчӗҫ. !0 кл.)  Чӑваш чӗлхи кунӗнче вара хаваслӑ сӑвӑ-юрӑ янӑрарӗ.