Сцена ӑсти

Сцена ӑсти

                      Кушкӑри вӑтам шкулта 7-мӗш, 10-мӗш  классенче  вӗренекен ачасемпе Веникова Галина Васильевна вӗрентекен СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьминична Кузьмина пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ  тӑрӑх калаҫу ирттерчӗ.  Сцена ӑсти  74 ҫул Чӑваш академи драма театрӗн сцени ҫинче вылянӑ, вун-вун роль калӑпланӑ, куракана пултарулӑхӗпе тыткӑнланӑ.

                     РФ тава тивӗҫлӗ артистики Любовь Федорова,   Чӑваш академи драма театрӗн тӗп режиссерӗ Валерий Яковлев аса илӗвӗсене  итлеме питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ.  Атнер Петрович Хусанкай амӑшӗпе ҫыхӑннӑ самантсене аса илнине те ачасем хаваспах пӑхрӗҫ. Юратнӑ артисткӑн ячӗ пирӗн чӗресенче упранӗ.