2023-мӗш ҫулхи
раштав уйăхӗн 23-мӗшӗнче Елчӗк муниципаллă округӗнчи чăваш чӗлхипе литературине
вӗрентекенсемпе кӗҫӗн класри ачасене вӗрентекенсем Шупашкарти «Раҫҫей Геройӗ
Н.В.Смирнов сержант ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан 33-мӗш номерлӗ вăтам шкулта
семинарта пулчӗҫ. Республика шайӗнчи семинар «ФГОС условийӗсенче чăваш чӗлхине
вӗрентнӗ тата класс тулашӗнчи ӗҫе
пурнăҫланă чух хальхи меслетсемпе усă курни» ятпа иртрӗ. Хăнасене 33-мӗш шкулта «Уяв» ансамбль хаваслă
юрă-ташăпа кӗтсе илчӗ. Семинара савăнăҫлă лару-тăрура Чăваш Республикин вӗренӱ
институчӗн доценчӗ Иванова Надежда Григорьевна уҫрӗ. Вăл вӗрентекенсене
тӗрлӗрен ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗ. Кӗҫӗн класра вӗрентекен Борисова Наталья
Борисовна «Кайӗ мал урок» («Перевернутый урок») ăсталăх урокӗ кăтартрӗ. Шупашкар
хулин чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен методика пӗрлешӗвӗн ертӱҫи
Степанов Александр Марсович «Тăван литература урокӗсенче инфографика хатӗрӗпе
усă курса курăмлатасси» темăпа ăсталăх урокӗ ирттерчӗ. Кăтартнă ăсталăх
урокӗсем пирӗн вӗрентекенсемшӗн, паллах, ҫӗнӗлӗх пулчӗҫ. 8-класра вӗренекен
Максим Козлов «Сравнительный анализ расти- тельной символики» проектпа
паллаштарчӗ.
Семинарăн иккӗмӗш пайӗнче ҫак шкулта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Диарова Ирина Алексеевна шкул ачисемпе «Чăваш ёлки» ирттерчӗ. Пуҫтарăннă вӗрентекенсем те ачасемпе пӗрле савăк юрăсем юрласа чăрăш тавра ҫаврăнчӗҫ. Хулари ачасем чăвашла юрласа-ташлани кăмăлă ҫӗклерӗ. Шупашкарсем Елчӗкрен килнӗ вӗрентекенсене Ҫӗнӗ ҫул парни те тума манмарӗҫ. Семинар хыҫҫăн пурне те чăваш тӗррин музейне илсе кайрӗҫ. Вӗрентекенсем тӗп хуламăртан хаваслă кăмăл-туйăмпа таврăнчӗҫ.