Кушкӑри вӑтам шкулта 5-8 –мӗш
класс ачисем хушшинче наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ. Ачасем тӗрлӗ темӑсем суйласа илсе ертӱҫӗсем пулӑшнипе тӗпчев
ӗҫӗсем ҫырчӗҫ. Материал пухса тӗпчев ӗҫӗ ҫырма ҫӑмӑлах мар пулни пирки те
пӗлтерчӗҫ ачасем. “Ача шыва кӗртни”, “Манӑн ҫемье “, “Ҫемье – пурнӑҫ тӗрекӗ”, “Эмел
курӑкӗсем”, “Вӗрентекен, яту сан сумлӑ”, “Тӑванлӑх сӑмахӗсем”, “Сӑвӑрсен
тӗнчи”, “Йӑла-йӗркесене упраса пурӑнакан ҫемье” темӑсемпе тухса калаҫрӗҫ шкул
ачисем. Хӑшӗсемшӗн пӗрремӗш тӗпчев ӗҫӗ, пӗрремӗш хут ҫын умӗнче тухса
калаҫни те пулчӗ. Хисеп хутне, парнесене
тивӗҫнипе пӗрлех наука тӗнчине пӗрремӗш утӑм турӗҫ.
Паянхи шкул ачисем тӗрлӗ сферӑра ӗҫлекенсем пулӗҫ, пулас ашшĕ-амӑшĕсем. Чӑвашсен ӗмӗртен
пыракан йӑли – йĕркисене ачасене малалла
тытса пыма вӗрентесси учительсенчен те нумай килет.
Хамӑр тӑрӑхра сарӑлнӑ юрӑсене, йӑла-йĕркесене ватӑсенчен ыйтса çырса илер,
упраса пырар. Пултаруллӑ ҫынсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашар. «Ача-пӑча ырра курсан ырӑ пулать, усала
курсан усал пулать», - тенĕ ватăсем. Ачасене ырра вĕрентер, йăла-йĕркесене
упрама хăнăхтарар, тӗпчев, шырав ӗҫне пӗчӗкренех явӑҫтарса пырар.