МБОУ «Кошки-Куликеевская средняя общеобразовательная школа»
Яльчикского района Чувашской Республики
Вăрçă çулĕсем
(сăвă)
Работу выполнила ученица 5 класса
Константинова Анастасия, 12 лет
Руководитель:
Портнова Анна Ильинична
д. Кошки-Куликеево
Тăван çĕр-анне тесессĕнех манăн куç умне яштака шурă тумлă хĕрарăм тухса тăрать. Мĕн тери çывăх маншăн çак сăнар! Çав тери юрататăп эп ăна! Мирлĕ пурнăç ăшшипе чӳхенсе, вĕри юнлă патриотсен юратăвĕн сĕткенне тутанса пурăнать вăл. Тăван çĕрпе халăх хушшинче нихçан сӳнми кăвайт ялкăшать. Анчах та тăшмансем çав кăвайт ăшне пĕрре çеç кĕмен, çĕр-шывăн кăкăрне юнпа вараланă.
Çак сăвва эпĕ юратнă çĕр-аннене тата уншăн пуçне хунă салтаксене халаллатăп. Акă мĕнле туйăмсем çуралчĕç манăн чĕрере: «Вăрçă иртсе кайнă. Хĕрӳ çапăçу вăхăтĕнче илемне çухатнă тавралăхра шăплăх хуçаланать. Çĕр çинче салтак виллисем выртаççĕ. Хушăран-хушăран лăпкă, уçă çил вĕрет. Çав çил çинче Тăван çĕр-аннен пир кĕпи явăнать. Аллинчи кĕл чечекне кăкăрĕ çумне чăмăртанă вăл. Çавра пичĕ вĕри куççульпе чӳхенет. Акă вăл паттăр салтака хыттăн ыталать, темскер пăшăлтатать…»
75 çул иртрĕ ĕнтĕ, анчах та Тăван çĕр асĕнчен çак самант нихăçан та тухас çук.
Вăрçă çулĕсем
Вăрçă çулĕ такăр мар,
Утса тухма çăмăл мар.
Унăн çулĕ кĕскех мар,
Çĕнтерӳсĕр килер мар.
Тăшмана парăнар мар,
Хамăр çĕре парар мар.
Арăслан пек çапăçар,
Ĕмĕт çывăх, инçе мар.
Тăшмансенчен хăрар мар,
Пуç çĕклеме парар мар.
Урса кайса çапăçар,
Мускав патне ярар мар.
Тăшмансенчен хăрар мар,
Хамăр ята ярар мар.
Харăс тăрса çапăçар,
Çĕнтерӳ вăл вĕсен мар.